Вулать: Василий Павлов. — Чӑваш Республикин наци библиотеки, 2020. — 128 kbps. — Вӑрӑмлӑх 00:47:08.
Кӑларӑмпа вуласа тухнӑ: Игнатьев Ваҫлей. Пӗчӗк акӑшсен ташши: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1957. — 33 с. — («Ялав» библиотеки, № 1).
PDF.Василий Герасимович Игнатьев 1934 ҫулта Первомайски районӗнчи Каншел ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ.
1952 ҫулта, Первомайски вӑтам шкулне пӗтерсен, Шупашкарти Пединститута историпе филологи факультете вӗренме кӗнӗ. 1956 ҫулга институтран вӗренсе тухнӑ, юлашки экзамен парсан тепӗр кунах Совет Ҫарне тухса кайнӑ.
1948 ҫулта комсомола кӗнӗ.
Литературӑна пӗчӗкренех юратнӑ. Шкулта чухне сӑвӑсем, калавсем ҫырнӑ, вӗсене стена хаҫатсенче, алӑпа ҫырса каларакан литература журналӗнче пичетленӗ. 10-мӗш класра вӗреннӗ чухне «Коммунизм ялавӗн» корреспонденчӗсен канаш лӑвӗнче пулнӑ, мӗншӗн тесен ун чухне В. Игнатьев хаҫата нумай пӗчӗк заметкӑсем ҫырса тӑнӑ.
Пӗрремӗш калавӗ «Ялав» журналта 1955 ҫулта пичетленнӗ.
В. Игнатьев хӑй ӑсталӑхне, пӗлӳлӗхне кунран-кун ӳстерсе пыма тӑрашать.